

Раҫҫейре Атте кунӗ чаплӑрах та чаплӑрах пулса пырать. Кунта тӗлӗнмелли ҫук, атте те, анне пекех, кашни ҫын пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнать-ҫке. Ҫак кун эпир аттен ҫемьери авторитетне саламлатпӑр, ҫирӗплететпӗр, вӑл ачасене воспитани парассишӗн яваплӑ пулнине палӑртатпӑр.
Пӗлтерӗшлӗ уяв кунӗ тӗлне Кистенлӗ ялӗнчи Культура ҫуртӗнче ачасем валли «Мӗнле уяв Атте кунӗ?» пӗлӳ сехечӗ йӗркеленĕ. Унта хутшӑнакансем уяв историйӗ, вӑл мӗнле пуҫланса кайни тата тӗрлӗ ҫӗршывра уявлас йӑла-йӗрке ҫинчен пӗлнĕ. Ачасем «Атте профессийӗ» викторина ыйтӑвӗсене хуравласа аттелĕх пирки ытларах кӑсӑкланса пӗлнĕ.
«Аттен ача-пӑча вӑййисем» вӑйӑ пайӗнче, вӗсем ҫаврӑнӑҫулӑхра, логика шухӑшлавӗнче, хӑвӑртлӑхра тупӑшнӑ.
#Деньотца
#КистенлиБогдановскийСДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура ҫурчӗн социаллă сетьри страницинчен.