Çутă çул
+20 °С
Уҫҫӑнах

«Пишпÿлекĕн пилӗк туйӗ» проект

Проект президентӑн культура пуҫарӑвӗсен фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать.

«Пишпÿлекĕн пилӗк туйӗ» проект«Пишпÿлекĕн пилӗк туйӗ» проект
«Пишпÿлекĕн пилӗк туйӗ» проект

Пишпÿлек районӗн хӑйне евӗрлӗ сӑн-сӑпатне йӗркелекен чи пӗлтерӗшлӗ уйрӑмлӑхсенчен пӗри — унӑн нумай нацилӗхӗ. Кунта вуникӗ ытла наци ҫыннисем туслӑ та килӗшӳллӗ пурӑнаҫҫӗ, вӑй хураҫҫӗ. Чи йышлисем — вӗсенчен пиллӗкӗшӗ: пушкӑртсем, вырӑссем, чӑвашсем, тутарсем тата мордвасем. Ҫак тӗрлӗ ен район культурине чӑннипе те нумай енлӗ те хӑйне евӗрлӗ тӑвать. Шӑпах ҫак уйрӑмлӑха «Пишпÿлекĕн пилӗк туйӗ» проект никӗсне хунӑ та. Этнокультура проекчӗн тӗллевӗ — район территорийӗнче компактлӑ пурӑнакан вырӑссен, пушкӑртсен, чӑвашсен, тутарсен тата мордвасен туй йӑли-йӗркисен пуянлӑхӗпе хӑйне евӗрлӗхне пӗрлештерсе кӑтартасси.
Хальхи вӑхӑтра проект команди районта компактлӑ пурӑнакан пилӗк халӑхӑн туй йӑли-йӗрки ҫинчен фольклорпа этнографи материалӗсене тӗпчес тата пухас енӗпе пӗлтерӗшлӗ те тӑрӑшуллӑ ӗҫ пуҫланӑ.
Пушкӑрт Республикин Пишпӳлек районӗнчи Кистенлĕ ялӗнче пурӑнакан 93 ҫулти Елизавета Федоровна Михайлова аса илӗвӗнчен. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чӑваш туйӗ уяв кӑна мар, ҫӗнӗ ҫемье ырлӑхне тӗллевленӗ йӑла-йӗркесен ҫирӗп йӗрки. Елизавета Федоровна палӑртнӑ тӑрӑх, кашни тӑрӑхра хӑйӗн уйрӑмлӑхӗсем пулнӑ, ҫапах та пӗтӗмӗшле йĕрке улшӑнман. Туй пӗр вӑхӑтрах каччӑпа хӗр ҫурчӗсенче пуҫланнӑ, унтан уявсем хӗр килӗнче пӗрлешнӗ, унта каччӑ ӑна хӑй патне илсе кайма килнӗ. Нумай кунлӑх уяв каччӑн килӗнче вӗҫленнӗ ӗнтӗ.
Туй парнисем пирки.
Туй йӑли-йӗркине аса илнӗ май Елизавета Федоровна хӗр енчен каччӑн тӑванӗсене парнелес йӑла пӗлтерӗшли пирки каласа кӑтартнă. Чи малтан каччӑн ашшӗ-амӑшӗ парнесем илнӗ: хунямӑшне хĕрарăм кӗпи, хуняшне арçын кӗпи парнеленӗ.
Каччӑна хӑйне те парнесем панӑ: укҫа (хӗлле ӑна ҫӗлӗк ҫине, ҫулла картуз ҫине чикнӗ) тата перчетке пулмаллах. Ку парнене хӗр амӑшӗ, кӗрӳшне ӗҫчен, «алӑллӑ», пуян пултăр тесе, ӑс парса парнеленӗ. Каччӑн ҫак перчеткепе туй тӑршшӗпе иртмелле пулнă. Ытти хӑнасене хӗр арчинчен ансатрах парнесем — тутӑрсемпе алшӑллисем — лекнӗ.
Чӑваш хӗрӗн парни (приданное).
Чӑваш хӗрӗн парни шутне кӗнӗ:
- чӳрече чаршавӗсем;
- алшӑллисем;
- хӑй аллипе тӗртнӗ палассем;
- вырӑн комплекчӗ (тӳшек, виҫӗ минтер, тӳмеленӗ утиял, ытларах сурӑх ҫӑмӗнчен). «Пӗр лайӑх та пысӑк тÿшек ҫине хӗрӗх хур мамӑкӗ каять», — тет Елизавета Федоровна. Туйӑн тӗп пайӗ тӑванӗсен килӗсенче уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра хӗр тантӑшӗсемпе каччӑн ашшӗ-амӑшӗн ҫуртне ҫӗнетсе илемлетнӗ: ҫӗнӗ чаршавсем ҫакнӑ, краватьсене хӑйӗн парнипе сарнӑ.
Пухнӑ пӗтӗм материалпа йӑлана кӗнӗ туй йӑлине сцена ҫинче тата пулас мероприятисенче кӑтартма усӑ курӗҫ. Проект команди Елизавета Федоровнана уҫӑ кӑмӑлӗшӗн, хаксӑр асаилӗвӗсемшӗн питӗ пысӑк тав сӑмахӗ калать.
Проект президентӑн культура пуҫарӑвӗсен фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать.

#Фестиваль #Бижбуляк #Башкортостан #ПятьСвадебБижбуляка #Фондкультурныхинициатив #Традиции #Грантдлякреативныхкоманд #КультураРБ #ГрантПФКИ

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club203777291

 

 

«Пишпÿлекĕн пилӗк туйӗ» проект
«Пишпÿлекĕн пилӗк туйӗ» проект
«Пишпÿлекĕн пилӗк туйӗ» проект
«Пишпÿлекĕн пилӗк туйӗ» проект
Автор:Марина Иванова
Читайте нас