Çутă çул
+7 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та

Пирӗн ҫирӗп тыл

Районта кашни ялта СВО хутшăнакансене пулăшу парас енĕпе ĕçлеççĕ.

Пирӗн ҫирӗп тыл
Пирӗн ҫирӗп тыл

Районта кашни ялта СВО хутшăнакансене пулăшу парас енĕпе ĕçлеççĕ.

Кашни кунах пĕрер ял совечӗ палăрса тӑни йӑлана кӗре пуçларĕ, —«Все для фронта Бижбуляк» ушкăнра пĕлтереççĕ. — Паян пирӗн Михайловка чапа тухрĕ. Çĕнĕ Михайловкари интернат шкулӗ госпиталь валли посылкӑсем пухнӑ. Эпир пурте пӗрле Барс-14 доброволецсен отрячĕн ротин старшини валли 66500 тенкӗ пухнине, инструментсем туяннине эсир пурте астӑватӑр. Анчах ял ҫыннисем хӑйсен ентешне пулӑшас тесе  тата 91000 тенкӗ пуҫтарнӑ. Пухнӑ укҫа кирлӗ техникӑна тепловизор туянма кайĕ. Сире пулӑшнӑшӑн, пулӑшушăн, чун ӑшшишӗн пысӑк тав! Сирӗн пек ҫынсене пула пирӗн Çӗршыв ахальтен мар Аслӑ шутланать!

 

Марина ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: «Все для фронта Бижбуляк» телеграмм-канал.

 

Пирӗн ҫирӗп тыл
Пирӗн ҫирӗп тыл
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: