Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Усӑллӑ ӗҫсен ҫулталӑкӗ
19 Апрелӗн 2023, 11:35

Хисеппе шанӑҫа тивӗҫлӗ

Анатолий Александрович Кузнецов - тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн шутсӑр нумай ырӑ ӗҫ тунӑ.

Хисеппе шанӑҫа тивӗҫлӗ
Хисеппе шанӑҫа тивӗҫлӗ

Ҫак ырӑ кӑмӑллӑ ҫын — Анатолий Александрович Кузнецов - тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн шутсӑр нумай ырӑ ӗҫ тунӑ.
Вӑл сахалтан та 32 ҫула яхӑн Хушăлка ял советне ертсе пынӑ. Ял ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатма, вӗсемшӗн чунтан тӑрӑшакан, ентешсен йывӑр лару-тӑрӑвӗсене асӑрхамасӑр хӑварман хастар та тимлĕ ҫын пулнӑ вӑл.
Анатолий Александровичӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене асӑрхамасӑр хӑварман, тивӗҫлипе хакланă. Ӗҫ ветеранне Пишпÿлек районӗн администрацийӗн Хисеп грамотисемпе, ВЛКСМ тĕп комитечӗ В.И. Ленинăн 100 ҫулхи юбилей ячӗпе, профсоюз организацийӗсем тырпул пухса кӗртнӗшӗн наградӑланӑ. Тата унăн "Социаллӑ ӑмӑрту çӗнтерӳҫи" палли, ветерансен организацийӗн юбилей медалӗсем пур. Вӑл ертсе пынипе 13 кӗпер, ял совечӗн ҫурчӗ, ӑшӑ гараж, районта чи малтан капиталлӑ выльăх-чĕрлĕх масарĕ туса лартнӑ, шыв кӗртнӗ те газопровод тунӑ, ҫулсемпе урамсене асфальт сарас, халӑх пурӑнакан вырӑнсене, чиркӳсене, Иван манах ҫӑлкуҫне, масарсене хӑтлӑх кӗртес енӗпе анлӑ ӗҫсем сарӑлма пуҫланӑ. Пушар машини туяннă. Ял совечӗн территорийӗнче ҫичӗ шкул пулнӑ, вӗсене ӑшӑтма кашни ҫул вутӑ хатӗрлемелле пулнӑ. Вӑл Пишпÿлек районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗсене, ял советӗнче пурӑнакансене пулӑшнӑшӑн питӗ тав тӑвать.
— Вӑл питӗ сӑпайлӑ та йӗркеллӗ ҫын. Нихҫан та мухтанман, уйрăм каппайланма юратман. Хӑйӗн ӗҫне лӑпкӑ тунӑ, ҫавӑнпа та хӑйсен ентешӗсен хисепне, шанăçне тивӗҫлӗ, - теҫҫӗ ял ҫыннисем.

Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Кузнецовсен ҫемье архивӗнчен.

 

 


Хисеппе шанӑҫа тивӗҫлӗ
Хисеппе шанӑҫа тивӗҫлӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: