Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Радий Хабиров: "Пӗрлӗх, пирӗн нумай нациллӗ халӑхӑн пӗрлешĕвĕ – пирӗн тӗп пуянлӑх"

Ӗнер Уфари "Торатау" конгресс-холлра "Атайсал" проект шайӗнче «Яҡташлыҡ көсө – Сила землячества" форум иртнӗ.

Ҫурт фойинче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсем тӑратнӑ экспозицие пӑхса тухнӑ, республикӑра ҫуралса ӳснӗ, пĕчĕк тӑван ҫӗршыва активлӑ пулӑшакан меценатсем ҫинчен каласа панӑ. Регион ертӳҫи проекта хутшӑнакансене пурне те тав тунӑ.
- Пушкӑртстанра ҫуралнă, анчах тӗрлӗ лару-тӑрӑва пула урӑх регионта пурӑнакансем хушшинче нумай, - тесе ҫырнӑ Радий Хабиров социаллӑ сетьсенче. - Вӗсем ентешсене манмаҫҫӗ, ялти шкулсемпе больницӑсене пулӑшаҫҫӗ, пытарнӑ вырӑнсемпе ҫӑлкуҫсене йӗркелеҫҫӗ, мечĕтсемпе чиркӳсем тӑваҫҫӗ, пĕчĕк тӑван ҫӗршывпа унӑн аслӑ ывӑлӗсем ҫинчен кӗнекесем кӑлараҫҫӗ.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ҫакна палӑртнӑ: проект ҫуралсанах пуҫаруҫӑсем ку ырă кăмăллă ҫынсен юхӑмӗ пулса тӑрасса шутламан та.
- Пӗрлӗх, пирӗн нумай нациллӗ халӑхӑн пӗрлешĕвĕ – пирӗн тӗп пуянлӑх, - тенӗ Радий Хабиров. - Паян пурнӑҫ пирĕн ҫирӗплӗхе тӗрӗслет, анчах эпир пӗрле – чи кӑткӑс вӑхӑтсенче те.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-05-05/radiy-habirov-splochennost-edinstvo-nashego-mnogonatsionalnogo-naroda-glavnoe-nashe-bogatstvo-3246732

Радий Хабиров: "Пӗрлӗх, пирӗн нумай нациллӗ халӑхӑн пӗрлешĕвĕ – пирӗн тӗп пуянлӑх"
Радий Хабиров: "Пӗрлӗх, пирӗн нумай нациллӗ халӑхӑн пӗрлешĕвĕ – пирӗн тӗп пуянлӑх"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: