Çутă çул
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Ял масарĕ улшӑннӑ

Шарлăк ялĕн ҫыннисем тахҫанхи ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: часовня тунӑ.

Ял масарĕ улшӑннӑ
Ял масарĕ улшӑннӑ

Шарлăк ялĕн ҫыннисем тахҫанхи ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: часовня тунӑ.
Православи тĕнне ĕненекенсемшӗн Çимĕк — чи хисеплӗ уявсенчен пӗри. Ӗненекенсем ҫав кун храмсене тин ҫеҫ каснӑ хурӑн турачӗсемпе илемлетеҫҫӗ, храмӑн урайне тин ҫеҫ ҫулнӑ курӑк сараҫҫӗ. Паллах, Çимĕке ял масарӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен леш тĕнчене кайнă ашшӗ-амӑшӗсемпе тӑванӗсен вилтӑприсем патне тахҫантанпах йӗркеленнӗ йӑлапа ҫӳрени вӗсемшӗн ҫак кун пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Калинин ял советĕнчи Шарлăкра пурӑнакансем малтанах ҫак куна хатӗрленме тытӑннӑ, пӗрле ял масарне тирпейлеме шутланӑ. Ял старости Николай Степанов апрель вӗҫӗнче сăваплă вырӑн территорине тасатма субботник ҫинчен пӗлтернӗ. Ун чухне кунта ҫак халӑх пурӑнакан вырӑнти хӗрарӑмĕсем ударлӑ ӗҫленӗ. Ҫӳп-ҫап турттарма хӑйӗн тракторне вырӑнти КФХ пуҫлӑхӗ Петр Михайлов панӑ. Арҫынсем те айккинче юлман. Вӗсем ҫӗнӗ хӳмене хыçал енчен туса пӗтернĕ, масарӑн пӗтӗм периметрĕпе трубасемпе профнастилсенчен пӗрлештернĕ. Унтан тахҫанхи ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме шут тытнă: кунта вилнĕ çынсене асăнса ҫурта ҫутма, пытарнӑ вăхăтра ҫынсене хӗллехи тапхӑрта ӑшӑнма часовня лартма шутланă. Строительство материалне тата оборудовани туянма ял ҫыннисем утмӑл пин тенкӗ ытла пухнӑ. Шарлăк ял масарĕ Пишпÿлек - Уфа автотрассипе юнашар вырнаҫнӑ. Хӑйӗн тирпейлӗ те таса сӑн-сӑпачӗпе вӑл ял ҫыннисене иртен-ҫӳрен автомобилистсен пысӑк хисепне тивĕçет.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Венера ВАСИЛЬЕВА.

Ял масарĕ улшӑннӑ
Ял масарĕ улшӑннӑ
Ял масарĕ улшӑннӑ
Ял масарĕ улшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: