Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

"Атайсал" ентешсене пулӑшать

2017 ҫулта Фаниль Хуснутдинов "Пишпÿлек районӗн Хисеплӗ гражданинĕ" ята тивӗҫнӗ.

"Атайсал" ентешсене пулӑшать
"Атайсал" ентешсене пулӑшать

2021 ҫулхи мартранпа республикӑра "Атайсал" проект стартланă тата ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Вӑл ентешлӗх - хăватлă вӑй пулнине кӑтартса парать. Проект ӗҫӗн итогӗсем пĕчĕк Тӑван ҫӗршывшӑн ҫӗнӗ усӑллӑ ӗҫсем тума савăнтараççĕ, хавхалантараҫҫӗ.

Нумай ҫул хушши ентешсене пур пуҫарусенче те Иттихатра çуралнă Хуснутдинов Фаниль Тагирович — "Востокнефтезаводмонтаж" акционер компанийӗн генеральлĕ директорӗн пӗрремӗш заместителӗ - пулӑшать. Республика "Атайсал" программи шайӗнче вӑл хӑй вӗреннӗ Усак-Кичури вӑтам шкулăн тӑррине юсама 1,5 млн тенкӗлӗх панӑ. Унсӑр пуҫне Фаниль Хуснутдинов вӗренӳ отличникӗсене, районти тата республикӑри олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисене, талантлӑ спортсменсене пӗрремӗш ҫул ҫеҫ мар пулӑшать. Ҫакӑншӑн вӑл хӑйӗн грантне йĕркеленӗ, вӑл ăна хăйĕн амӑшӗн Минсылу Хуснутдинова ятне панӑ. Фаниль Тагирович укҫа-тенкӗпе пулӑшнипе Усак-Кичури таврапӗлӳ музейне юсаса ҫӗнетнӗ, хоккей коробки тунӑ, медпунктпа мечĕт ҫурчӗсене юсанӑ. Иттихатра масара хӑтлӑлатнӑ, кану паркӗ уҫнӑ, ҫӑлкуҫсене хӑтлӑлатнӑ. Кашни ҫулах "Сэгать байраме" уява йӗркеленӗ чухне финанс енĕпе пулӑшать.

Пӗлтӗр, июнӗн 12-мӗшӗнче, Раҫҫей кунӗнче, Иттихатра Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ фрончӗсенче 1941-1945 ҫулсенче пуçне хунă ял ҫыннисене халалласа обелиск уҫнӑ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫре спонсор пулӑшӑвӗ Фаниль Тагирович Хуснутдиновпа унӑн тӑванӗн хӗрӗ Гузель Раисовна Нуреева, кӗҫӗн тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн патриочӗсем пулнӑ. Шӑпах Хуснутдиновсен ҫемйи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансен обелискне уҫас пуҫарупа тухнӑ.

Пирӗн ентеше "Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ строителĕ", "Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ" ята, "Хисеп палли" орденпа, "Раҫҫей профессионалӗ" медальпе наградӑланӑ. 2017 ҫулта Фаниль Хуснутдинов "Пишпÿлек районӗн Хисеплӗ гражданинĕ" ята тивӗҫнӗ.

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: архивран.  

"Атайсал" ентешсене пулӑшать
"Атайсал" ентешсене пулӑшать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: