Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
14 Нарӑсӑн 2019, 17:57

МАГИСТР ДИССЕРТАЦИНЕ ĂНĂÇЛĂ ХŸТĔЛЕНĔ

Январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче ППУн Çтерлĕри филиалĕн филологи факультетĕнче Л.М.Линецкая профессор‚ педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ ертсе пыракан «Чĕлхесемпе культурăсен диалогĕнчи филологи» педагогика вĕрентĕвĕнчи магистр программин квалификацилле ĕçĕсен хÿтĕлевĕ иртрĕ. Комисси умне 16 магистр диссертацийĕ тăратнă. Елена Ботвинева магистрант «Пушкăртстан Республикинчи Шаран районĕнчи чăвашсен калаçăвĕнчи фонетикăпа лексика системи» тĕпчев ĕçне хÿтĕлерĕ (наука ертÿçи – Л.В. Коротаева филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ‚ доцент).

Чăваш чĕлхи диалектологийĕ чĕлхеçĕсене паянхи кун та питĕ кăсăклантарать. Хальхи вăхăтра литература чĕлхи вăй илнине тата чăваш чĕлхин структури тĕпрен улшăннине пăхмасăр‚ чĕлхе диалекчĕсем «сыв㻂 вĕсемпе усă кураççĕ. Анчах‚ вĕсем ĕлĕкхилле мар‚ тивĕçĕсем чакнă‚ диалект системи улшăннă‚ малтанхи паллисем çухалнă. Юлашки вăхăтра Раççейре пурăнакан халăхсем ытти халăхсемпе çыхăнура тăнăран чĕлхесен вырăнти паллисем якалаççĕ‚ уйрăмлăхĕсем çухалаççĕ. Çавăнпа та Е.А. Ботвиневан «Пушкăртстан Республикинчи Шаран районĕнчи чăвашсен калаçăвĕнчи фонетикăпа лексика системи» ĕçĕ паянхи куншăн актуаллă шутланать.

Тĕпчевçĕ районти сакăр ялта (Тÿртÿллĕ‚ Хурамал‚ Тапканчăпуç‚ Ĕрĕкмен‚ Виçĕ Çăл‚ Наратастă‚ Укияс тата Кучук ялĕсенче) «чĕрĕ» материал пухрĕ. Елена Ботвинева хăйĕн ĕçĕнче вырăнти 400 сăмаха палăртнă‚ ятарлă методикăсемпе усă курса вĕсене анализ тунă. Çакна та палăртса хăвармалла‚ магистр кашни диалект сăмахне паспортланă (çакă диалектологи ĕçĕсенче питĕ паха шутланать)‚ хăш-пĕр словарь статйисем вара историпе этимологи пĕлĕвĕсенчен тăраççĕ. Тĕпченĕ калаçура ытти вырăнти калаçусенчен хăйне евĕрлĕ уйрăмлăх палли пур. Сăмахран‚ сăмахăн малтанхи сыпăкĕнче уçă сасăсем хушшинче анатри «а» вырăнне «о» илтĕнет. Хупă сасĕсем енчен те уйрăмлăх пур‚ литературăра усă куракан «к» вырăнĕнче «ɣ»‚ литература чĕлхинчи «х» вырăнĕнче «ɣ». Асăннă уйрăмлăхсем Тÿртÿллĕ‚ Наратастă тата Укияс ялĕсенче тĕл пулаççĕ.

Диалект сăмахĕсене лексика тата семантика паллисем тăрăх виçĕ пая уйăрнă: «Кулленхи пурнăçра усă куракан сăмахсем»‚ «Çын»‚ «Çут çанталăк». Çавăн пекех пайсене кĕмен сăмахсем те пулнă. Тематикине кура асăннă пайсене тата пĕчĕк ушкăнсене уйăрнă: килти хатĕр-хĕтĕр тата кулленхи пурнăçра усă курмалли япаласем (вăчав «половник» - çăпала (лит.)‚ келек‚ калик «ложка» - кашăк (лит.), кĕскĕ‚ куçлăх «зеркало» - тĕкĕр (лит.))‚ çуртсем‚ хуçалăхри хуралтăсем тата вĕсен пайĕсен ячĕсем (колай «лист железа»‚ алăк тĕпси‚ алăк пукани «порог» - алăк сулли (лит.)), апат-çимĕç тата ĕçмелли (писук «сахар» - сахăр (лит.)‚ кумăшка «самогон» - сăмакун (лит.))‚ чĕр чун тата кайăк-кĕшĕк (бока «лягушка» - шапа (лит.), кăмăк‚ крыса «крыса» - йĕке хÿре (лит.)‚ тукăран «дятел» - улатакка (лит.))‚ хурт-кăпшанкă (вир-вир кукамай «божья коровка» - уяр (лит.)‚ чĕрки «комар» - вăрăм туна (лит.))‚ ÿсен-тăран ячĕсем (мек «мак» - мăкăнь (лит.)‚ ти ɣгенек «репейник» - куршанак (лит.))‚ çын паллине палăртакан сăмахсем (бирен «обжора» - тăранми пыр (лит.))‚ çын ÿт-пÿ пайĕсене палăртакан диалектсем (корлан ɣă «горло» - пыр (лит.)‚ копăр ɣа «ребро» - аяк пĕрчи (лит.)), çын сăн-питне палăртакан сăмахсем (сомăр «толстый» - мăнтăр (лит.)‚ сонгроу «глухой» - хăлхасăр‚ начар илтекен çын (лит.)).

Чăвашсен калаçăвĕнче тутарпа пушкăрт чĕлхисенчен йышăннă сăмахсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Тĕслĕхрен: кĕнтеш – ревновать‚ алама – плохой. Çавăн пекех вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсен пĕлтерĕшĕ палăрать: канваркка – конфорка‚ çитса – ситец. Калаçăва ытти чĕлхесенчен сăмахсем кĕресси нацисем пĕр-пĕринпе çыхăнура тăнинчен килет.

Асăннă темăпа Е.Ботвинева 2012 çултан пуçласа ĕçлет: курс тата диплом ĕçĕсем çырчĕ.

Е.А. Ботвинева Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн грант ĕçне çырнă май Л.В. Коротаева наука ертÿçипе пĕрле 2014 çулта «Урал енчи чăваш халăхĕн калаçăвĕ» ятлă вĕрентÿпе методика хатĕрĕ кăларнă çĕрте вăй хучĕ. 2015-2017çç. «Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен фольклорпа диалектологи атласĕ» Раççей фончĕн фундаменталлă тĕпчевсем проекчĕ тăрăх ĕçлерĕ.

Тĕпчев ĕçĕн материалĕсемпе Шупашкар‚ Çтерлĕ‚ Ĕпхÿ‚ Хусан тата Караганда хулисенче наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнчĕ.

Комисси членĕсем диссертацилле тĕпчев ĕçĕнсен темисем актуаллă‚ паха тата тивĕçлĕ пулнине палăртрĕç. Мĕнпур ĕçсем теорипе практика енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ. Патшалăх экзамен комиссийĕн членĕсем сасăланă тăрăх диссертаци хÿтĕлекенсене магистр степенĕ пачĕç.

Тутар тата чăваш филологи кафедрин ушкăнĕ Е.А. Ботвинева магистранта магистрла диссертацине ăнăçлă хÿтеленĕ ятпа саламлать‚ малашне те ăнăçусем сунать.

Лариса КОРОТАЕВА.

Çтерлĕ хули.
Читайте нас: