Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
11 Сентябрӗн 2019, 17:45

КОСМОСРИ ПĔРРЕМĔШ ОТЕЛЬ

Космосра пĕрремĕш отель 2025 çулта ĕçлеме пуçлама пултарать. Америкăри The Gateway Foundation компани орбитари отель проектне тăратнă.

Туристсем космос хутлăхĕнчи модуль номерсене 2025 çулта йышăнма пултарĕç. Туристсем валли капсулăсем çаврака йышши станцинче вырнаçĕç. Вăл пĕрмаях çаврăнса тăрĕ, çавăн пек майпа искусственнăй никĕсре гравитаци тума планлаççĕ.


Проект авторĕсем унта пурăнассине пĕлтерĕшлĕ чухлĕ йÿнетме шутлаççĕ. Паянхи кун космоса вĕçесси сахал çынна вăйçемми. Отеле унта пурăнакансемпе тултарма 400 яхăн çын кирлĕ. Унта чи лайăх хăтлăх условийĕсем тăвĕç: космос уçлăхне курма май пур барсем, кинотеатрсем тата ытти заведенисем тăвĕç.
Читайте нас: