Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
19 Сентябрӗн 2019, 09:18

Путин «Стратегиллĕ пуçару агентствин конструктор бюровĕ» выставкăра пулнă

Владимир Путин «Стратегиллĕ пуçару агентствин конструктор бюровĕ» АСИ тĕп инноваци проекчĕсем тăрăх — вĕрентÿ, медицина, хула тата технологи аталанăвĕ — йĕркеленĕ выставкăра пулнă.

«АСИ конструктор бюровĕ» выставкăпа паллашнă вăхăтра.
«АСИ конструктор бюровĕ» выставкăпа паллашнă вăхăтра.
Наукăпа техника институчĕн квант коммуникацийĕсен центрĕнче Патшалăх Пуçлăхне çĕнĕлĕхсем кăтартнă.

«Экономикăра малта пыма май паракан вĕрентÿ»площадкăра Президента çĕршыври 140 яхăн аслă шкул валли тунă вĕрентÿ программин кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Проект тĕллевĕ — çĕнĕ цифрлă рыноксенче ĕçлеме лидерсемпе командăсем хатĕрлесси.

«Сывлăх. Вăрăм ĕмĕр. Çемье» стенд çинче Владимир Путина аслă ăрăвăн пурнăç пахалăхне ÿстерме пултаракан проектсемпе, «Ăслисен хăнăхăвĕсем» професси ăсталăхĕн конкурсĕсемпе паллаштарнă. «Хула аталанăвĕ» площадкăра хула уçлăхне аталантармалли обществăлла пуçарусене аталантаракан программа тăратнă тата «Вырăс ярмăрккисем» проект пулнă.

«АСИ экосистеми» площадкăра Агентство сервисĕсен майĕсене кăтартнă, çав шутра предпринимательсен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли цифрлă платформа ĕçленин алгоритмне. «Смартека» — регионсем валли хатĕр решенисен, чи лайах меслетсен библиотеки, вăл наци проекчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшмалла.

Галина ВАРИКОВА хатĕрленĕ.
#ВладимирПутин
Читайте нас: