Ялсенчи çамрӑк вӗрентекенсене пулӑшу парас тесе 600 пин тенкӗлӗх гранта кӑçал çирӗплетнӗ. Гранта тивӗç пулнисен хушшинче пирӗн ентеш те пур — Пишпӳлекри 1-мӗш вӑтам шкулта информатика урокӗсем илсе пыракан Денис Миронов. Денис Владимирович ашшӗпе амӑшӗн — Йӑлпӑлакри Владимир Степановичпа Наталия Глебовна Мироновсен — çул-йӗрне суйласа илнӗ, вӗрентекен пулса ӗçлет.