Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
1 Ноябрӗн 2021, 18:35

Радий Хабиров Пушкӑртстанри чи лайӑх аграрисене наградӑларӗ

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ республикӑри чи лайӑх аграрисене наградӑсем пачӗ. Церемоние Ял хуҫалӑх ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе йӗркеленӗ.

Патшалӑх наградисене 37 механизатор, тракторист, хуҫалӑх тата предприяти ертӳҫисем, агрономсем, выльӑх-чӗрлӗх пăхакансем илнӗ. Ял хуҫалӑх продукцийӗн производствинче пысӑк кӑтартусемшӗн пилӗк район регион ертӳҫин дипломӗсемпе палӑртнӑ. 20 механизаторпа водитель Хабиров аллинчен сертификатсемпе Lada Niva автомобильсен уҫҫисене - "Урожай-2021" конкурс ҫӗнтерӳҫисене награда илнӗ.
Аграрисене саламланӑ май Пушкăртстан пуҫлӑхӗ вӗсене кӑҫалхи типĕпе ҫыхӑннӑ мӗнпур кӑткӑслӑха пӑхмасӑрах хӑйсене шеллемесӗр тата тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн тав турӗ. Радий Хабиров республика АПК пулӑшӑвне малалла та пулӑшса пырассине ҫирӗплетрӗ: патшалăх программипе асӑннӑ субсидисене пӗтӗмпех тӳлеҫҫӗ.
Пушкӑртстан юлашки ҫулсенче аграри техникин паркне ҫӗнетессине пысӑк тимлӗх уйӑрать. Техника туяннин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗпе регион ҫӗршывра вунӑ лидер шутне кӗрет. Ял хуҫалӑх продукцийӗн калӑпӑшӗ кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра 117 миллиард тенке ҫитнӗ. Регионта пысӑк 19 аграри инвест проекчĕ пурнӑҫланать,вӗсен калӑпӑшӗ 120 миллиард тенкĕ ытла. Вак агробизнеспа фермер хуҫалӑхӗсем аталанаççĕ, вӗсем паян АПК продукцийӗн 15 процентне яхӑн туса кӑлараҫҫӗ.
– Ҫакӑн пек кӑтартусем - пӗтӗм республикӑри пуянлӑхпа ырлӑх никӗсӗ, - палӑртрӗ Радий Хабиров.
Сӑмах май, кӑҫал Раҫҫейри "Ылтӑн кӗркунне" агропромышленноҫ куравӗнче пушкӑрт аграрийӗсем 80 медале тивӗҫнӗ, вӗсенчен чылайӑшӗ – ылтӑн.
МИХ информацийĕпе.

Радий Хабиров Пушкӑртстанри чи лайӑх аграрисене наградӑларӗ
Радий Хабиров Пушкӑртстанри чи лайӑх аграрисене наградӑларӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: