Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
28 Нарӑсӑн 2022, 10:12

Путин РФ валли Наци космос центрӗн строительстви пӗлтерӗшлӗ тенĕ

#владимирпутин

Путин РФ валли Наци космос центрӗн строительстви пӗлтерӗшлӗ тенĕ
Путин РФ валли Наци космос центрӗн строительстви пӗлтерӗшлӗ тенĕ

Наци космос центрне (НКЦ) туни Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ.

Кун пирки февралӗн 27-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ. Вырсарникун патшалӑх пуҫлӑхӗ М.В. Хруничев ячĕллĕ космос наукӑпа производство центрӗн территорине ҫитнӗ, унта анлӑ реорганизаци пырать, ҫав шутра центр ҫурчӗсене тӑвас ӗҫре те.

"Тӗрӗссипе каласан, кунта ҫакӑн пек команда пуласса кӗтменччӗ те. Малтанах ҫакна каласшӑн: кунта ӗҫлекенсене нумайӑшӗ ӑмсанаҫҫӗ пулӗ, мӗншӗн тесен стройка чӑнах та питӗ пысӑк та аслӑ", — тенӗ Путин.

Кремль пресс-службинче каласа панӑ тӑрӑх, реорганизацие пула космос тата унпа ҫыхӑннӑ отрасльсен сайра йышши кластерӗ пулса тӑмалла. Вӑл ӗҫ вырӑнӗсемпе 50 пин ытла ҫынна тивӗҫтерет.  

 «Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: РИА Новости/Сергей Гунеев

Путин РФ валли Наци космос центрӗн строительстви пӗлтерӗшлӗ тенĕ
Путин РФ валли Наци космос центрӗн строительстви пӗлтерӗшлӗ тенĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: