Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
5 Майӑн 2022, 19:40

Пушкӑртри тӑватӑ çын патшалăх награди илнӗ

Республикӑра пурӑнакансене патшалӑх наградисемпе наградӑласси тата хисеплӗ ятсене парасси ҫинчен калакан указа патшалӑх пуҫлӑхӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Пушкӑртри тӑватӑ çын патшалӑх наградисене тытса тӑракансем пулса тӑчӗҫ. Ҫапла, "РФ Тава тивӗҫлӗ машиностроителӗ" хисеплӗ ята "Инман" АО производство логистикин службин пайӗн начальникӗ Ринер Кагарманов, "РФ нефть тата газ промышленноҫӗн Тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" - УГНТУ "РФ нефть промыслисен машини тата нефть промыслисен оборудованийӗ" кафедра профессорӗ Фанзиль Мугаллимов, "РФ пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫӑн Тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" - "Ĕҫ тумтирӗн комбиначӗ" АО генеральнӑй директорӗн советникӗ Михаил Цукерман илнӗ. "РФ Тава тивӗҫлӗ учителӗ" Уфари 42-мĕш лицейĕн математика преподавателӗ Альфия Султанова пулса тӑнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртри тӑватӑ çын  патшалăх награди илнӗ
Пушкӑртри тӑватӑ çын патшалăх награди илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: