Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
23 Майӑн 2022, 11:54

Владимир Путин икĕ Пушкăртстан çыннине патшалăх наградисем парасси пирки Указа алă пуснă

#владимирпутин  

Владимир Путин икĕ Пушкăртстан çыннине патшалăх наградисем парасси пирки Указа алă пуснă
Владимир Путин икĕ Пушкăртстан çыннине патшалăх наградисем парасси пирки Указа алă пуснă

Пушкӑртӑн икӗ представителӗ Тӑван çӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ. Раҫҫей Президенчӗн патшалӑх наградисене наградӑласси ҫинчен калакан Указне право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.

Пичетлесе кӑларнӑ документпа килӗшӳллӗн, наукӑна аталантарас тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн II степеньлӗ "Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орденӑн медальне Уфари биологи институчӗн лабораторийӗн ертсе пыракан наука сотрудникне УФИЦ РАН, тӑпра ӑстине, агрохимика, агроэколога, биологи наукисен докторне, профессора, РФ тата БАССР наукин тава тивӗҫлӗ деятельне Фангат Хазиева наградӑланӑ.

Сывлӑх сыхлавӗн енӗпе ӗҫленӗшӗн тата "Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" III степеньлӗ орденне БГМУ пӗтӗм Раҫҫейри куҫпа пластикӑллӑ хирурги центрӗн врачĕ Юрий Кийко тивӗҫнӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: kremlin.ru

Владимир Путин икĕ Пушкăртстан çыннине патшалăх наградисем парасси пирки Указа алă пуснă
Владимир Путин икĕ Пушкăртстан çыннине патшалăх наградисем парасси пирки Указа алă пуснă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: