Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
6 Июнӗн 2022, 20:04

"Китап" издательствӑн икӗ кӗнеки Мускаври кӗнеке фестивалӗнче призер пулса тӑнă

Ҫак кунсенче Мускавра ҫу уявӗ - "Красная площадь" VIII кӗнеке фестивалӗ иртнĕ.

"Китап" издательствӑн икӗ кӗнеки Мускаври кӗнеке фестивалӗнче призер пулса тӑнă
"Китап" издательствӑн икӗ кӗнеки Мускаври кӗнеке фестивалӗнче призер пулса тӑнă

Ҫак кунсенче Мускавра ҫу уявӗ - "Красная площадь" VIII кӗнеке фестивалӗ иртнĕ. 500 регионти 400 издательство Хӗрлӗ площадьре 100 пин ытла кӗнеке — ҫӗнӗлӗхсемпе хитсене - тӑратнӑ. Фестиваль программинче - пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, презентацисем, лекцисем, концертсем, спектакльсем тата мастер-классем иртнĕ. Фестиваль хӑнисем умĕнече чаплӑ писательсем, артистсем, ӑсчахсем тухса калаçнă.
Республикӑна фестивальте "Китап" Зайнаб Биишева ячӗллӗ пушкӑрт издательстви тӑратнă. Регионти кĕнеке кăларакан столицӑна кӗнеке продукцийӗн пин ытла экземплярне илсе кайнӑ.
Издательствӑн икӗ ҫӗнĕлĕхне фестивальте "Регионти чи лайӑх кӑларӑм" Раҫҫей кӗнеке кӑларакансен ассоциацийӗн дипломӗсемпе паллӑ тунӑ. Лауреатсем Светлана Шитовӑн "Пушкӑрт аулĕнчи архитектура декорӗ " тата пушкӑрт халӑх юмахӗсен пуххи Римма Зайтуновӑн "Ылтӑн кайӑк" кӑларӑмӗ пулса тӑнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.

"Китап" издательствӑн икӗ кӗнеки Мускаври кӗнеке фестивалӗнче призер пулса тӑнă
"Китап" издательствӑн икӗ кӗнеки Мускаври кӗнеке фестивалӗнче призер пулса тӑнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: