Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çитĕнÿсем
10 Декабрӗн 2022, 12:22

Пушкӑртстан регионсен наукӑпа технологи аталанӑвӗн I наци рейтингӗн лидерӗнче

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑртстан регионсен наукӑпа технологи аталанӑвӗн I наци рейтингӗн лидерӗнче
Пушкӑртстан регионсен наукӑпа технологи аталанӑвӗн I наци рейтингӗн лидерӗнче

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Максим Забелин "ВКонтакте" соцсетьри хӑйӗн страницинче регионсен наукӑпа технологи аталанӑвӗн пӗрремӗш наци рейтингӗн итогӗсем ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Пушкӑртстан Мускав, Санкт-Петербург тата Томск облаҫӗ хыҫҫӑн 4-мӗш вырӑн йышӑнса пилӗк лидер шутне кӗнӗ.
"Еврази НОЦ программине пурнӑҫлани, республикӑн наукӑпа вӗренӳ сферине модернизацилес ӗҫре ҫӑмӑллăх парать. Шкул ҫумӗнчи студентсен кампусӗн проектне хута янӑ. Уфара наукӑпа технологисен университетне йӗркеленӗ, унӑн базинче "Пуласлӑх моторӗсем" инженерсен малта пыракан шкулӗ ӗҫлеме пуҫлать. Университет стартап-студисен конкурсӗнче "Университет технологи предпринимательлӗхӗн платформи" федераци проектӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Еврази НОЦне хутшӑнакан пирӗн виҫӗ университет "Приоритет-2030" аталану программине хутшӑнать, миллиард ытла финанс пулӑшӑвӗ илет", - пĕлтернĕ Максим Забелин.
Ҫавӑн пекех вӑл республикӑра наукӑпа аслӑ вӗренӳ пулӑшӑвӗпе нихçан пулман мерӑсем йышӑнни, шкул пуҫарӑвӗсемпе предуниверсарийӗсене, ҫамрӑк аспирантсемпе наукӑсен кандидачӗсене грант пулӑшӑвӗ пани, наукӑпа техника енӗпе республикӑри премисене туса хатӗрлени ҫинчен те пӗлтернӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Еврази НОЦĕн пресс-служби.

 

Пушкӑртстан регионсен наукӑпа технологи аталанӑвӗн I наци рейтингӗн лидерӗнче
Пушкӑртстан регионсен наукӑпа технологи аталанӑвӗн I наци рейтингӗн лидерӗнче
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: