Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
30 Июлӗн 2019, 17:42

Пушкăртстан Патшалăх Пухăвĕнче шыври инкексен шутне чакармалли мерăсем ĕçлесе хатĕрленĕ

Пушкăртсанăн Патшалăх Пухăвĕн ĕçлĕ ушкăнĕ патшалăх влаçĕсемпе муниципалитетсен, çавăн пекех вĕрентÿ учрежденийĕсен, пляжсене тивĕçтерсе тăракан юридика сăпачĕсен ячĕпе сĕнÿсем ĕçлесе хатĕрленĕ.

«Çынсен шыв çинчи хăрушсăрлăх проблеми çивĕч тăрать. Кашни çул республикăн юхан шывĕсенче 80 яхăн çын путса вилет. Кăçалхи шыва кĕмелли тапхăрта 30 çыннăн пурнăçĕ татăлнă», — лару-тăрăва уçса панă республикăн парламенчĕн спикерĕ Константин Толкачев. — Ыйту республикăн руководствин уйрăм тимлĕхĕнче тăрать. Шывра вилĕм патне илсе çитерекен тĕп сăлтавсен шутĕнче ÿсĕрле шыва кĕни, шыва кĕме ятарлă йĕркелемен вырăнсенче кĕни, ачасене шывра аслисен тимлĕхĕсĕр хăварни пулса тăраççĕ.

Ĕçлĕ ушкăн сĕннĕ чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри — мĕнпур муниципалитетсен территорийĕсенче шыв çинче канма ятарлă йĕркеленĕ вырăнсен шутне ÿстересси.

«Шăпах шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен вырăнсем çитменни çынсене шыва кĕме хатĕрлемен вырăнсенче чăмпăлтатма хистет, çакă шыври инкек-синкексен тĕп сăлтавĕ пулса тăрать», — тимленĕ Толкачев.

Шкулсемпе ача сачĕсене ĕçлĕ ушкăнăн членĕсем ачасене шыв объекчĕсем çинчи хăрушсăрлăх тыткаларăш культурине явăçтарма, мĕн пĕчĕкрен ишме вĕрентме сĕннĕ.

Çынсен шыв çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе пĕрле ĕçлĕ ушкăн членĕсем пляжсен тасалăхĕпе санитари ăнăçлăхĕн ыйтăвĕсене те тивнĕ. Пляжсенче паразитла чирсен профилактикине, пляжсенче чĕрчунсене шыва кĕме юраманнине, пулă тытмалли лаптăксем шыв çинче канма йĕркеленĕ вырăнсенчен 5 çухрăмран çывăхрах пулмалла маррине тивекен сĕнÿсем те пур.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: