Пишпÿлекри «Улыбка» ача садĕнче «Çамрăк çăлавçăсем» спорт мероприятийĕ иртрĕ. Ачасем кирлĕ службăна мĕнле номерпе шăнкăравламаллине, пушар вăхăтĕнче сывлав органĕсене хÿтĕлеме вĕренчĕç, «инкек курнисене» наççилкасемпе хăрушлăхсăр вырăна куçарчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, ачасем пĕтĕм тĕреслевсене ăнăçлĕ иртрĕç.