Пишпÿлекри «Умка» ача садĕнче «Тимлĕр — ачасем!» профилактика мероприятийĕсен йĕркипе ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентессипе планпа палăртнă ĕç илсе пыраççĕ. Ачасем урама тухса пурне те çул-йĕр правилисене пăхăнмалли çинчен аса илтерчĕç, ятарлă памяткăсем пачĕç. Унтан ПР тăрăх ĕçлекен Раççей МВД пайĕнче пулса курчĕç. Полици майорĕ Юрий Петров вĕсене полицейски профессийĕ çинчен каласа пачĕ, çул-йĕр правилисене аса илтерчĕ. Мероприятие «Çул-йĕр паллисем» илертÿллĕ программа вĕçлерĕ.