Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
5 Ноябрӗн 2019, 12:45

Илĕртет те — улталать

Кĕрхи çÿхе пăр çинче хăрушсăрлăх мерисем пирки ан манăрХĕл çывхарса пырать — пĕрремĕш юр çĕре шуратрĕ, юхан шывсем, кÿлĕсемпе пĕвесем çÿхе пăрпа витĕне пуçларĕç. Çакă хăрушă та. Тин шăннă пăр нумайăшне, уйрăмах, ачасене илĕртет. Пулăçсене те çÿхе пăр улталама тата шар кăтартма пултарать. Кашни çул çÿхе пăр çине тухса вуншар çын путса вилет. Ноябрь пуçламăшенче Ну-риман районĕнче çакнашкал инкек пулса иртнĕ: виçĕ ача кÿлĕре вылянă, пăр çурăлнă та вĕсем шыва анса кайнă, шел пулин те, пĕр ачи путнă.

Шел, хăшĕ-пĕри хăрушсăрлăх йĕркисене пачах та пăхăнмасть.

Çынсен пăр çине кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллах. Пăр çине кĕриччен малтан вăл мĕнлерех пулнине сăнăр. Унăн хулăнăшĕ 7 см тата тĕсĕ симĕсрех тĕк вăл çуран çÿрекеншĕн хăрушă мар. Çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслеме юрамасть! Пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек мар. Çыран хĕрринче, шыв хытă юхакан, çăл куç тапакан вырăнсенче вăл çÿхерех. Пĕчĕк лупашка, вак тĕлĕнчи пирки те çавнах каламалла. Шурлăхлă вырăнсем лайăх шăнманнине те палăртмалла. Ун пек лаптăксене питĕ кирлĕ чухне çеç кĕмелле, вĕрен, патак, шăчă пĕрле илме манмалла мар. Пăр çинче çын çÿренĕ сукмакпа утмалла. Ун пекки çук тăк хăвăр маршрута палăртмалла, вăрăм та çирĕп патак илмелле, иккĕленÿ çуратакан вырăнсенчен пăрăнса иртмелле. Пăр авăнчăкрах пулнине, шатăртатнине, ун çийĕнче шыв пуррине асăрхасан-илтсен пĕр тăхтаса тăмасăр каялла таврăнмалла: урана сарса, пăр çийĕпе шутарса /çĕклемесĕр/. Е упа-ленмелле, шумалла. Пăр çийĕн темиçен каçнă чухне пĕр-пĕрин хыççăн утмалла, хушă 5-6 метр пулмалла. Кайра пыраканнин мал-тине васкавлă пулăшу пама яланах хатĕр пулмалла.

Пулă тытнă чухне пысăках мар лаптăкра шăтăк нумай тумалла мар. Пĕрле пуçтарăнма, сикме е чупма юрамасть. Кашни пулăçăн хăйпе пĕрле çăлав хатĕрĕ илмелле: 12-15 метр кантран пĕр вĕçне 400-500 грамм йывăрăш япала çирĕплетмелле, тепĕр вĕçне йăлă тумалла. Çанталăк начар чухне /юр çăвать-и, çумăр-и, тĕтреллĕ-и/ тата çĕрле пăр çине кĕмелле мар. Инкеке лекнисене асăрхасан Çăлав службин пĕрлехи телефонĕпе /01 е 112/ шăнкăравламалла.

Инкеке лекесси тепĕр чухне çынран хăйĕнчен те нумай килет, çавăнпа тимлĕхпе асăрханулăх пирки самантлăха та манас марччĕ, хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен пурнăçне упрасчĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: