Ытларах чухне пушар сăлтавĕ электричество оборудованипе усă курмалли правилăсене пăсни пулать.
Пушкăртстан Республикин чрезвычайлă лару-тăру тĕлĕшпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕ пушарсенчен сыхланас тесе республикăра пурăнакансене электрооборудованипе тата электричество приборĕсемпе усă курна чух пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма хушать:
- провочĕсем юсавсăр вилкăллă электроприборсемпе усă курма юрамасть;
- электричество лампочкисене тата электричествăпа ăшăнакан приборсене çунакан материалпа витме юрамасть;
- электричествăпа ăшăнакан приборсене çунакан япаласемпе юнашар (шторăсем, сĕтел-пукан, тумтир) лартма юрамасть;
- килтен вăраха тухса кайсан, электричество приборĕсене хускатса хăварма юрамасть;
- ĕçлекен электроприборсене шыв ăшне пăрахма юрамасть, нÿрлĕ, шыв каякан пÿлĕмсенче ĕçлеттерме юрамасть;
- электричество сечĕсене ытлашши нумай прибор пĕр вăхăтра чикме юрамасть;
- электроприборсене сетьрен кăларнă чухне проводран туртмалла мар, розеткăна алăпа тытарах тăрса вилкăна кăлармалла;
- электропроводкăсене куллен пăхса, юсаса тăмалла.
Правилăсене çирĕп пăхăнни сирĕн пурлăха тата пурнăçа сыхласа хăварма май парать.
Пушар тухнă хушăра 112 номерпе шăнкăравламалла.
Пушкăртстан Республикин чрезвычайлă лару-тăру тĕлĕшпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн материалĕсем тăрăх.