Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
3 Декабрӗн 2019, 14:00

Çулсене термопластикпа паллă туни шанчăклăрах

Кăçалхи 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Пушкăртстанра çул-йĕр çинчи аварисенче вилнисен шучĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан 15,4% чакнă.

ПР Патшалăх транспорт комитечĕн председателĕ Тимур Мухаметьянов пĕлтернĕ тăрăх, çул-йĕр çинче вилекенсен шучĕ чакни автомобиль çулĕсене термопластикпа паллă тунипе çыхăннă.

Кăçал термопластикпа Ĕпхÿ, кăштах Стерлитамакпа Салават хулисен урамĕсенче, 2600 км регион тата районсем хушшинчи хăш-пĕр çулсене паллă тунă çĕрте усă курнă. Термопластикăн тĕп пахалăхĕ — час пĕтменни. Сăрă çул çинче вăтамран виçĕ уйăх тытăнса тăрать пулсан, ирĕлтернĕ термопластик асфальт шăтăкĕсене кĕрсе ултă уйăхран çулталăка çитиччен сыхланать. Çулсене полимерпа палăртса тухни ахаль сăрăран 3—4 хут хаклăрах пулсан та, унпа усă курни пĕтĕм ĕçĕн тăкакĕсене, техникăпа усă курнине, çынсене ĕç укçи тÿленине шута илсен пурпĕрех хăйĕн хакне тавăрать. Çул çинчи транспорт инкекĕсен 42% автомобильсем пĕр-пĕринпе çапăннипе, 23% çуран çÿрекенсене таптанипе, 25% çул хĕррине анса кайса çаврăнса ÿкнипе çыхăннă. Çул çинчи чикĕсене пула лайăх курăнакан тăрăхсем, пысăк пĕлтерĕшлĕ паллăсем лайăх курăнсан водительсем хăвăртлăхпа дистанцие йĕркелеме, вăхăтлă маневрсем тума, çулăн тепĕр енне куçма, транспорта хăваласа çитсе иртсе кайма ытларах май параççĕ.

«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.

Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: