Вĕсем çине çынсене лартса турттарни, пушшех, йĕркене хирĕçлет. Раççей Федерацийĕн Правительствин «Çул-йĕр правилисем çинчен» (1993 çулхи октябрĕн 23-мĕшĕ, 1090-мĕш номер) Постановленийĕнче те çакăн пирки уйрăммăн палăртса каланă.
Снегоход е мотовездеход туянма пултарни çеç çителĕксĕр, вĕсен чăн-чăн хуçи пулас, хĕллехи вăхăтра унпа канма тухас тесен патшалăх техника асăрхавĕн районти уйрăмĕн инспекторĕнчен ирĕк илмелле, тивĕçлĕ документсене хатĕрлемелле.