Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
5 Нарӑсӑн 2020, 14:39

Кĕпе çумалли машинăран ток çапнă

Инкекӗн сăлтавӗ — хăрушсăрлăх правилисем çинчен манни.

Январӗн 25-мӗшӗнче Заинск хулинчи 61-ри арçынпа пулнă инкекӗн сăлтавӗ — хăрушсăрлăх правилисем çинчен манни. Арçын ваннăри канализацие тасатнă хушăра кӗпе çăвакан машинăна вырăнтан хускатма хăтланнă. Çав самантра ура айӗнче шыв пулни, техникăна сетьрен кăларманни çине тимлӗх уйăрман вăл. Заземлени çукран машинăран ток çапасса шутламан ӗнтӗ, анчах йăнăш пӗрре пулать тенешкел, сывă юлайман. Виллине тепӗр темиçе сехетрен киле таврăннă ывăлӗ асăрханă.
«Сувар» хаçатран.
Читайте нас: