Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
11 Мартӑн 2020, 22:23

Пушар хыпарçи пурнăçа сыхлать

Пушар хăрушă. Вăл никама та, ниме те хĕрхенмест. Ĕмĕрĕпе пухнă пурлăх пушар вăхăтĕнче самантрах кĕле çаврăнать..Статистика палăртнă тăрăх, пушарсен тӗп сăлтавӗ— пушар тухнă чухне çынсем ыйхăра пулни. Çывăрнă вăхăтра çын тӗтӗм шăршине туймасть тата наркăмăшланать, çав вăхăтра, тухмалли çула та пушар хупласа илнӗ пулать.Пушар профилактикин чи шанчăклă мелӗ – килсенче автономлă пушар хыпарлавçисене вырнаçтарни.

Извещательсем сутлăхра пур, ăна эксплуатациленӗ çӗрте кăткăс требованисем çук. Вӗсем пӳлӗмре тӗтӗм тухсан вăйлă сирена сасси кăларма тытăнаççӗ. Çакă çынсене вăхăтлă систерет, вӗсем пӳртрен тухса ӗлкӗрееççӗ.
Çак приборсене суту-илӳ центрӗнче сутаççӗ, туяннă чухне хатӗрӗн комплектацийӗ, паспорчӗ, сертификачӗ, батарейкисем пулнипе пулманни çине («Крона» батарейки пулма пултарать, 1 çула çитет) тимлӗх памалла тата, паллах, приборсем юсавлă пулнине тишкермелле. Çак хатӗр сире тата сирӗн çывăх çыннăрсен пурнăçне сыхласа хăварма пулăшать. Çавăнпа та вăраха тăсмасăр, ăна вырнаçтарма тăрăшăр. Çакă темиçе минутлăх ӗç.
Ялан асра тытмалла: инкекрен сыхланма пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.
Читайте нас: