Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
11 Мартӑн 2020, 18:15

Шыв илни: хатĕр пул!

Шыв илнĕ хушăра кирлĕ пулма пултаракан çичĕ канаш.

  1. Хăвар пурăнакан вырăна лайăх тĕпчĕр, унта çурхи шыв хăпарма е ăçтан та пулин юхса анма пултарать-и. Инкек пулас хăрушлăх пулсан, эвакуаци планне халех хатĕрлĕр.
  2. Метеорологи сводкисене тата МЧС пĕлтерĕвĕсене итлĕр. Çÿллĕ атă, кимĕ (вĕрсе хăпартмалли те пулин) хатĕр пулччăр. Документсемпе хаклă япаласене пĕр сумккана хурăр. Вăл алă айĕнче пултăр.
  3. «Пăшăрхантаракан чемоданчик» хатĕрлĕр: унта апат-çимĕç, ĕçмелли шыв, тарусем, ăшă япаласем хурăр.
  4. Сирĕн тăрăхра эвакуации пирки пĕлтерсен ятарлă службăсене итлĕр. Инкек лекнисене пулăшăр.
  5. Килтен тухса кайиччен çутта, газа, шыва сÿнтерĕр. Вăхăт пур пулсан хаклăрах япаласене пÿрт тăррине хăпартăр. Енчен те васкавлă эвакуациленмелле пулсан, вăхăта сая ан ярăр. Пурнăç тата сывлăх хаклăрах!
  6. Кайран киле таврăнсан, çийĕнчех электричество ан хускатăр —проводка юсавлине тĕрĕслĕр. Газа хускатас умĕн пÿлĕме уçса сывлăша уçăлтарăр.
  7. Енчен те çурхи шыв сире кĕтмен çĕртен килсе хупларĕ пулсан, çулти этажа, пÿрт тăррине хăпарăр. Инкек курни çинчен пĕрмай пĕлтерĕр: кăнтăрла шурă алшăллипе е простыньпе силлĕр, çĕрле — фонарикпе сигнал парăр.
  8. Читайте нас: