Смотр-тренировкăна районти тĕп больница, линипе техника центрĕ (çыхăну узелĕ), 68-мĕш ПЧ, Райпо, Пишпÿлекри РЭС тата «Бижбулякэнергосервис» ООО, «Комплекс Строй» ООО, газ службин аварипе техника ушкăнĕсем, МУП «Тепловик», вĕрентÿ пайĕ, Пишпÿлек районĕнчи Раççей ОМВД, çул-йĕр служби, ветстанции техникипе çынсем хутшăнчĕç. Вĕсем личнăй составран 49 çын тата 21 единица техника, çав шутра тăхăр спецтехника тăратрĕç.