Шывпа вутран вăйли çук теççĕ, çавăнпа та сыхă пулмалла. Уйрăмах ачасене тимлĕ пулмалли çинчен аса илтерсех тăмалла. Пирĕн, çитĕннисен, шыв-шур вăхăтĕнче вĕсене куçран вĕçертме юрамасть. Пĕве е çырма хĕррине ачасем ан пыччăр. Часах юр хăвăрт ирĕлме тытăнĕ, çырмасем шывпа тулсан пăр çиеле хăпарать — çак вăхăтра пăр çине кĕни питĕ хăрушă!