Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
5 Апрелӗн 2020, 18:08

Типĕ курăка çунтарма юрамасть!

Юр ирĕлсе пынă май типĕ курăкпа та асăрхануллă пулмалла. Çулсеренех уйсенче курăк çунать. Çывăхри ялсем шар курас хăрушлăх та пур. Çавăнпа та тивертсе янă курăка сỹнтерме питĕ йывăррине асра тытмалла, типĕ курăка чĕртмелле мар.

Асра тытăр! Типĕ курăка çунтарнă май тухнă пушара пула çынсем çуртсăр та тăрса юлаяççĕ, чылай усăллă хурт-кăпшанкă вилет, кайăксемпе ытти чĕрчунсен йăвисемпе çăмартисем е чĕпписем пĕтеççĕ... Мĕн чухлĕ сиен! Ытларах чухне типĕ курăк çын айăпĕпе çунать. Тимсĕрлĕхе пула е çил хăвăртлăхĕ пысăккипе çулăм хăвăртах пысăк территорие сарăлма пултарать.

Читайте нас: