Ку вара волонтерсемпе медицина ӗҫченӗсене йывӑр лару-тӑрури ҫынсем патне хӑвӑртрах ҫитме май парӗ. Автомобильсем тӗрӗслев витӗр тухнӑ, вӗсене ҫынна куҫма пултаракан чир-чӗр лекесрен тасатнӑ. Компани малашне те ҫакнашкал тӗрӗслевсем ирттерӗ.
«Медик-волонтерсем» Пӗтӗм Раҫҫейри общество юхӑмӗн регионти координаторӗ Игорь Филиппов ҫак пулӑшушӑн тав тунӑ. Ку ҫӑмӑл мар вӑхӑтра коронавируспа кӗрешме пурте пӗрле тӑрӑшнин пӗлтерӗшне палӑртнӑ.
— Пирӗн кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшу пама хатӗр волонтерсем пур, —тенӗ вӑл. — Анчах хӑш чухне вӗсем хӳтӗлев хатӗрӗсем, транспорт, апат-ҫимӗҫ ҫитменнипе тӗл пулаҫҫӗ. «Альянс-Авто» компанисен ушкӑнӗ ҫак ҫитменлӗхе пӗтерме пулӑшрӗ.