Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
12 Майӑн 2020, 17:27

Çулталăк пуçланнăранпа республикипе ултă ача чÿречерен тухса ÿкнĕ

Пĕр ачи вилнĕ, пĕлтерет Пушкăртстанри ЧС патшалăх комитечĕ.

Çанталăк ăшăтса янăран ачасем чÿречерен ÿкнĕ самантсем нумайланнине палăртмалла.
— Аслисем пăхмасăр юлнă пĕчĕк ачасем час-часах чÿречерен тухса ÿкса аманаççĕ. Чылайăшĕ врачсем килсе ĕлкĕриччен вилет, ыттисем уйăхĕ-уйăхĕпе больницара выртаççĕ, кайран инвалид пулса юлма пултараççĕ, — пĕлтереççĕ Пушкăртстанри ЧС патшалăх комитетĕнче.
Çăлавçăсем ачан сывлăхĕпе пурнăçне упрамалли пĕтĕмĕшле правилăсем ĕçлесе хатĕрленĕ.
  1. Сĕтел-пукана пĕрне те чÿрече патне çывăх лартмалла мар.
  2. Москит сетки ачан пурнăçне хÿтĕлемест.
  3. Чÿречене пĕтĕмпе ан уçăр, пластик чÿречесене çÿлелле туса кăна уçмалла.
  4. Чÿрече янахĕ çине ятарлă фиксаторсем тăвăр, вĕсем ачана чÿречене яри уçма чараççĕ.
  5. Ачана пулĕмре пĕччен ан хăварăр, енчен те чÿречене уçса хунă пулсан, пушшех те.
  6. Çывăракан ачана хваттерте пĕччен ан хăварăр, вал вăранса кайсан, сире шырама пуçлать, чÿрече янахĕ çине хăпарма пултарать.
  7. Чÿречене çывăх ларакан сĕтел-пукан çинче (кравать, диван, кресло т. ыт. те) ачана сикме чарăр.
  8. Ачана пĕччен балкон çине тухма ан парăр.
  9. Енчен те ача (5—12 çулта) килте пĕччен юлма хăрать пулсан, ăна кĕске самантлăха та пĕччен ан хăварăр. Вăл ашшĕ-амăшне курас тесе чÿрече янахĕ çине хăпарма пултарать.
  10. «Башинформ».
    Читайте нас: