Районти мĕнпур ял тăрăхĕсенче çак кун ачасемпе хаваслă вăйăсем ирттерчĕç.
Августӑн 5-мӗшӗнче ачасене светофорпа унӑн сигналӗсене ҫирӗплетес тӗллевпе Пишпÿлекри А.Ахметов паркӗнче «Пĕтĕм тĕнчери светофор кунӗ» ӑс-хакӑлпа пӗлӳ квесчĕ йӗркеленӗ. Ачасем пӗрремӗш светофор ҫурални ҫинчен теори факчӗсене пӗлнӗ. Пӗрремӗш светофора Англире, Лондон хулинче, шухӑшласа кӑларнӑ. Пирӗн ҫӗршывра пӗрремӗш светофор Ленинград хулине (халӗ Санкт-Петербург) ҫитнӗ.
Квест вӑхӑтӗнче хутшӑнакансен темиҫе задание пурнӑҫламалла тата виçĕ светофор тӗсне тупмалла пулнӑ. Икĕ командӑна пайланса: ачасем «Зебра», «Ку эпӗ, ку эпӗ, кусем пурте манӑн тусӑмсем», «Хӑвӑрт ҫӳрекен автомобиль», «Пух пала» вăйăсем вылярĕç тата тупсӑмне тупрӗҫ, ҫул паллисене тӗпчерӗҫ. Квест вӗҫӗнче светофор тӗсӗсене пурне те пуҫтарчĕç. Квеста хутшӑнакансене пурне парнесем тата грамота пачĕç.
Сăнÿкерчĕкĕсем: çамрăксен «Вектор» центрĕн ВКонтакте страницинчен.