+24 °С
Ҫумӑр


ПР МЧС информаципе, августӑн 9-мӗшӗнче ирхине, Пушкӑртстан территорийӗнче вăрмансенче ҫӗнӗ пушар килсе тухман.
Анчах та пӗтӗмӗшле лаптăкĕпе 1919 гектар çинче 26 вучах çунать-ха. Вӗсенчен 13 вучахне (1529 гектар) локализациленĕ. Иртнĕ талăкра пĕтĕмĕшле вăйпа пилӗк пушара, ҫав шутра Хайбулла районӗнчи пысӑк пушара (192 гектар) çулне пÿлме пултарнă.
Халӑх пурӑнакан вырӑнсемшĕн хӑрушлăх çук.
«МГ» информацийĕпе.