Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
17 Августӑн 2021, 09:59

Пишпÿлекре велосипедистсемпе акци ирттернĕ

Хисеплӗ ашшĕ-амăшĕ! Велосипедпа ҫӳрекенсен пăхăнмалли ҫинчен ачăрсемпе калаҫӑр, ăнлантарăр.  

Пишпÿлекре велосипедистсемпе акци ирттернĕ
Пишпÿлекре велосипедистсемпе акци ирттернĕ

Августӑн 16-мӗшӗнче МЧС волонтерӗсем Пишпÿлекре «Велосипедпа ҫӳремелли правилӑсене пăхăн» акци йӗркеленӗ тата ирттернӗ. Акци вӑхӑтӗнче волонтерсем велосипедпа ҫӳренӗ чухне палăртнă йӗркесене тытса пыма сӗннӗ.

Хисеплӗ ашшĕ-амăшĕ! Велосипедпа ҫӳрекенсен пăхăнмалли ҫинчен ачăрсемпе калаҫӑр, ăнлантарăр.

Астӑвӑр, 7 ҫултан пуҫласа 14 ҫул таран ÿсĕмри велосипедистсен тротуарсем, ҫуран ҫӳрекенсен çулĕсем, велосипед ҫулӗсем тӑрӑх кӑна, ҫавӑн пекех ҫуран ҫӳрекенсен утма чӑрмантармасӑр, ҫуран ҫӳрекенсен чиккисенче кӑна çÿремелле.

Машинăсем иртсе ҫӳрекен çулăн сылтӑм тата сулахай енӗпе те, çул айккипе те 14 ҫултан аслӑрах велосипедистсем ҫеҫ çÿреме пултараççĕ.

ЮРАМАСТЬ!!!

Велосипедистсен велосипед рульне тытмасăр çÿреме юрамасть!

Велосипедистсен пассажирсене турттарма юрамасть!

Велосипедистсене хӑйсен велосипечӗпе усӑ курса такама буксировкӑлама юрамасть!

Велосипедистсене велосипедпа ҫӳренӗ чухне ҫул урлӑ каҫма чараҫҫӗ.

Ҫул урлӑ каçнă чух велосипедист велосипед ҫинчен анмалла та велосипедне хӑйпе юнашар илсе ҫуран каҫмалла.

Тӗттӗм вӑхӑтра е начар курăнакан условисенче велосипедистсен ҫутта сирсе яракан элементсемпе усӑ курмалла.

Сăнÿкерчĕкĕ: çамрăксен «Вектор» центрĕн ВКонтакте страницинчен.

 

Пишпÿлекре велосипедистсемпе акци ирттернĕ
Пишпÿлекре велосипедистсемпе акци ирттернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: