Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
3 Сентябрӗн 2021, 10:41

Пушкăртстанра вăрман пушарĕсене локализациленĕ, анчах пĕтĕмлетÿсем тумалла

Кун пирки Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ соцсетьсенче пост пичетлесе кӑларнӑ.  

Пушкӑртстанри вӑрман пушарӗсене локализациленӗ, анчах хальлӗхе лăпланса ларма иртерех-ха. Абзелил тата Белорецк районӗсенче хальлӗхе шӑп мар-ха, аналитика ӗҫне тишкермелле, пӗтӗмлетӳсем тумалла.

Анчах паян Хайбулла районӗнче вӑрманти пушара пӗтерес ӗҫе хутшӑннисене пурне те тав сӑмахӗсем калама питӗ кӑмӑллӑ. Эпир чӑн-чӑн хӑрушлӑх умӗнче пултӑмӑр тата ӑна хирӗҫ тӑма тата халӑх пурӑнакан вырӑнсене хӳтӗлеме пултартӑмӑр.

Пушарсене профессионалсемпе пӗрле кӗрешме вырӑнти ҫынсемпе волонтерсем пулӑшнӑ. 4000 ытла доброволец хушшинче ытти регионти ҫынсем те пулнӑ.

Пирӗн задача – ҫак йывӑр ҫулларан вӗренмелле тата ҫитес ҫул валли хатӗрленмелле. Пурлӑх базине ҫирӗплетмелле. Ҫывӑх вӑхӑтрах пирӗн вертолет Ка-32 тӗрӗслеме тытӑнаççĕ, ăна республика валли нумаях пулмасть туяннӑ. Вертолета чи йывӑр условисенче пушара сӳнтерме тунӑ.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкăртстанра вăрман пушарĕсене локализациленĕ, анчах пĕтĕмлетÿсем тумалла
Пушкăртстанра вăрман пушарĕсене локализациленĕ, анчах пĕтĕмлетÿсем тумалла
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: