Уява кам кăмăлламасть? Праçникшӗн ачасем те хавас, аслисем те. Анчах та шăп çак вăхăтра ачасем çине аслисен тимлӗхӗ сахал лекет. Тепӗр чух ашшӗ-амăшӗ ачисене килте хăварса хăй хăнана кайни те сахал мар тӗл пулать.
Шăпăрлансене хăрушлăх пирки асăрхаттарасси – аслисен тивӗçӗ. Ачăрсене тӗплӗн ăнлантарăр: хăвăр килте çук чух сирӗн киле никам та килме, кӗме пултараймасть. Ашшӗ-амăшӗ килте мар-тăк, ачасен хваттере никама та кӗртмелле мар. Алăкран шаккакансем хăйсене врач, полицейски, сантехник, электрик, почтальон е тата такам тесе ӗнентерсен те, алăка уçма ӳкӗтлесен те уçмалла мар. Çакна çирӗп ăса хывччăр ачăрсем.
Ачăрсене 5 «юрамасть» пирки тӗплӗн ăнлантарăр:
× палламан çынсем килсен алăка уçма юрамасть;
× палламан çынсем епле ӳкӗтлесен те, темле интереслӗ япалапа илӗртсен те вӗсемпе ниçта та кайма юрамасть;
× палламан çынсемпе пӗрле машинăна ларма юрамасть;
× тӗттӗм пулсан урамра выляма юрамасть;
× подъезда, лифта палламан çынсемпе пӗрле кӗме юрамасть.
Ачана тӗрӗс ăнлантарăр: палламан çын вăл – ача пӗлмен хуть хăш çын. Палламан çын ăна ятран чӗнме, «аннӳ (е аçу) хушнипе килтӗм» теме, мультфильм пӗрле пăхма, конфет сӗнме пултарать. Енчен ача çав çынна палламасть-тӗк, вăл хушнине итлемелле мар унăн. Хăйне хăрушлăхра пек туйрӗ пулсан – хыттăн: «Эп ку çынна палламастăп!» – тесе кăшкăрмалла.
Ашшӗ-амăшӗн ачине тӗплӗн каласа ăнлантармалла: нихăçан та, нимӗнле лару-тăрура та вӗсем ачине илме шкула, киле е картише пӗр палламан çынна ямаççӗ. Енчен те çавăн пек çын килчӗ-тӗк, вăл хăйпе хуть кам тесе паллаштарсан та, пӗр тăхтамасăр çынсем йышлă çӗре чупмалла, ашшӗпе амăшӗ патне шăнкăравламалла е полицирен пулăшу ыйтмалла.
Çул çитмен ачасен çак правилăсене пăхăнмалла:
× килтен ăçта та пулин кайнă чух яланах сире хăйсем ăçта кайнине, кирлӗ пулсан вӗсемпе мӗнле çыхăнма пулнине каласа хăвармалла;
× кирлӗ-кирлӗ мар çӗрте çынсемпе паллашмалла мар, ют кампанисемпе çыхланмалла мар;
× ăçта та пулсан вăрахрах тытăнса тăчӗç-тӗк, шăнкăравласа хăçан таврăнасси пирки пӗлтермелле.
Ачăр кампа туслине, хутшăннине, ăçта çӳренине яланах тимлӗхре тытăр. Вăл иккӗленӳллӗ литература вуласран, кирлӗ мар видеосем пăхасран тӗрӗслесех тăрăр. Интернетра камсемпе хутшăннине сăнăр.
Ачăр каçпа, çӗрле урамра пӗччен ан çӳретӗр.
Ывăлăр е хӗрӗр урама тухма пуçтарăннă чух кашнинчех çул çинче питӗ асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтерме ан манăр:
× çул урлă ятарлă вырăнта кăна, светофорăн симӗс çути çуннă чух каçмалла. Каçма пуçличчен пур машинăсем те чарăннă-и тесе тимлӗ пăхмалла;
× машинăсем çӳрекен çул çине çула туллин курма чăрмантаракан объект (çул хӗрринче ларакан машина, пысăк юр купи, тӗм тата ытти те) хыçӗнчен сиксе тухмалла мар;
× çул хӗрринче вылямалла мар, çул çывăхӗнчи тусем çинчен ярăнмалла мар;
× обществăлла транспорт хыçӗнчен çакланса ярăнса çӳремелле мар;
× çутта тавăракан элементсемлӗ тум тăхăнмалла.
Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/achar-kacpa-crle-uramra-pchchen-an-cretr