Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
18 Октябрӗн 2021, 12:59

Хабиров ковида хирӗҫле чикӗсене пăхăнман ҫынсене тытса чарни пирки мӗн шутлани ҫинчен каласа панӑ

Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ ШӖМ ӗҫченӗсен майлă пулнă.  

Пушкӑртстан правительствинчи паянхи оперативлӑ канашлура тытса чарнă икӗ пысӑк саманта сӳтсе яврӗҫ.

Аса илтеретпӗр, иртнӗ эрнере полици пӗр ватӑ арҫынна тытса чарнӑ, вӑл суту-илӳ комплексне маскӑсӑр, куаркодсӑр кĕресшӑн пулнӑ, ӗнер Стерлитамакра "Кумертау—Уфа"автобус ҫине ларнӑ чухне хӗрарӑма тытса чарнӑ. Коронавируса хирĕç вакцинаци туни ҫинчен калакан сертификат е чирлесе ирттерни справка пулман унӑн.

Радий Хабиров пурин те ковида хирӗҫ требованисене пурнӑҫлама тивӗҫ тесе палӑртнӑ.

— Урӑхла мӗнле? Пирӗн ҫак лару-тӑрӑва чӑтса ирттермелле. ШӖМ вӗсен полномочийӗсен шайӗнче ӗҫлет, — терӗ регион ертӳҫи.

 «МГ» информацийĕпе.

Хабиров ковида хирӗҫле чикӗсене пăхăнман ҫынсене тытса чарни пирки мӗн шутлани ҫинчен каласа панӑ
Хабиров ковида хирӗҫле чикӗсене пăхăнман ҫынсене тытса чарни пирки мӗн шутлани ҫинчен каласа панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: