Вутпа асӑрханмасӑр хӑтланни пушар тухнин сӑлтавӗ пулса тӑрать.
Пушарсен 46 проценчӗ пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пурнӑҫлассипе яваплӑха пӗлмен е явапсăр ҫынсен айӑпӗпе пулнине статистика кӑтартса парать.
Ҫакӑн пек ҫӑмӑлттайла хӑтланнин тӗп сӑлтавӗ — ҫынсем нумайӑшӗ пирӗн пурнӑҫра пушар сайра-хутра кӑна пулать тесе шутлаççĕ. Ҫын хӑй тӗллӗн шухӑшлама е инкек айккинчен иртсе каясса шанма пултарать. Шел, ку яланах ҫапла мар. Пушар тӗслӗхӗсем вутпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран нумай пулаççĕ.
Пушар хуралтӑсем ҫывӑхӗнче ҫунтарса янӑ кӑвайтран та, час-часах ҫил вӗҫтерсе яракан хӗлхемрен те тухма пултарать.
Сӑмахран, нумаях пулмасть палламан ҫынсем Акатуй уçланки енче пикник тунӑ, вут чӗртсе янӑ, ҫӳп-ҫап хӑйсем хыҫҫӑн хӑварнӑ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн элементарлӑ правилисене маннӑ, кӑвайта сӳнтермен. Вӑрмана хуллен-хулленех вут хыпса илнӗ, юрать-ха, пушара çынсем курса ЕДДС шӑнкӑравланă. Пушара сӳнтерме май килнӗ, анчах ҫутҫанталӑка сиен кӳнӗ.
Кӑшт каярах пушар вырӑнӗнче каллех вут-ҫулӑм хыпса илнӗ. Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсен вӑйӗпе ҫунакан вучаха тӗп тунӑ. Ку вырӑна сӑнасах тăраççĕ.
Нивушлӗ хӑвӑр хыҫҫӑн кӑвайта сӳнтерме, ҫӳп-ҫапа пуҫтарса хума ҫав тери йывӑр пулнӑ? Таврари тӗнче ҫине пирӗн асӑрхануллӑрах пӑхмалла тата ҫутҫанталӑк пуянлӑхне хакламалла, мӗншӗн тесен вӗсем пӗррехинче пӗтме пултараҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек ял Совечĕ ял тăрăхĕ.