Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
5 Ноябрӗн 2021, 18:53

Пӗвере ултӑ ҫулхи ача путса вилнĕ

Ачана юлташĕ хӑтарма хӑтланнӑ.

Пӗвере ултӑ ҫулхи ача путса вилнĕ
Пӗвере ултӑ ҫулхи ача путса вилнĕ


Ачана юлташĕ хӑтарма хӑтланнӑ.
Пушкӑртстан следстви комитечӗ Илиш районӗнчи трагеди мӗнле пулнине тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлтернӗ. Ноябрӗн 5-мӗшӗнче Игметово ялӗнче ултӑ ҫулхи ача шыва путнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шывпа юнашар вылянӑ, ҫӳхе пӑр ҫине тухнӑ пулмалла.
"Иккӗмӗш ача пулӑшу ыйтма чупнӑ, анчах ачана ҫӑлма май килмен. Ӗҫ пулса иртнӗ вырӑнта следствипе оперативлӑ ушкӑн ӗҫлет, ача вилнин мӗнпур лару-тӑрӑвне, ҫавӑн пекех пулса иртнин сӑлтавӗсене тата условийӗсене палӑртаҫҫӗ", - ПР СУ СКР пресс-службинче пĕлтернĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пӗвере ултӑ ҫулхи ача путса вилнĕ
Пӗвере ултӑ ҫулхи ача путса вилнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: