Асӑрхануллӑ пулсан инкеке лекесрен сыхланма пулать.
Сивӗтрĕ тата хӗл ларчĕ, çавăнпа шыв пӑрланчĕ. Ҫак вӑхӑтра ҫӳхе пар çине тухма хӑрушӑ. Анчах кашни ҫулах нумайӑшӗ сыхланмалли майсене шута илмеҫҫӗ те ҫӳхе пӑр ҫине тухаҫҫӗ, ҫапла вара хӑйсен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ. Ялан тенӗ пекех вилнисен хушшинче час-часах ачасем, пулӑҫсем пулаҫҫӗ.
Районăн хисеплӗ ҫыннисем, ҫирӗп мар пӑр çине ан тухӑр. Ашшӗ-амӑшӗсене ачасене асӑрхамасӑр хӑвармасса тата пӑр ҫинче мӗнле хӑрушлӑх пуррине ӑнлантарса пама ыйтатпăр. Пӑр айне анса кайнӑ ҫын пӑрлӑ шывра 5—15 минутран вилме пултарать.
Асӑрхануллӑ пулсан инкеке лекесрен сыхланма пулать:
- пӑр ҫине тухиччен унӑн ҫирӗплӗхне пӗлмелле. Пӑр ҫирӗплӗхне урасемпе тӗрӗслемелле мар, патакпа е хӑмапа усӑ курмалла. Пӑр пӗрре ҫапсанах ванчĕ пулсан, каялла таврӑнмалла. Пӑр ҫинчен ура тупанӗсене илмесӗр шутарса малтанхи утӑмсем тумалла. Ҫыншӑн 10 см ытла хулăнăш пӑр хӑрушсӑр шутланать;
- начар ҫанталӑкра е начар курӑннӑ чухне тухмалла мар: тӗтре, юр, ҫумӑр ҫӑвать пулсан, ҫӗрле пушшех те;
- пӑр ҫинче ан йӑваланӑр, вакка, пӑр хӗррисем тавра ҫаврӑнӑр;
- астӑвӑр, витӗр курӑнакан пӑр хӑмпӑсӑр пар шанчăкларах, кӑвак е симӗсрех тӗслӗ, шупка-шурӑ е сарӑрах пӑр — вӑл шанчӑксӑррине кӑтартакан паллӑ;
- ҫакна пӗлмелле: шыв кӳллисенче, ялан тенӗ пекех, пӑр уйрӑмах юхакан вырӑнӗсенче, пӑр талккӑшӗпе ӳсентӑрансем (хӑмӑшсене, пӗвесене) ÿсекен вырӑнсенче, шыв айӗнчи уҫҫисемпе кӗперсем айӗнче начар;
- пӑр ҫине тухма шутланӑ чухне ҫӑлӑнмалли меслетсем илес пулать: кантра, сарлака хӑма е вӑрӑм патак;
- пӑр ҫӗмӗрӗлсен, хӑраса ан ӳкӗр! Сумкӑран вӗҫерӗнӗр те, алăсене сарса пӑрахса, ҫыран хӗррине тухӑр, хӑвӑр килнӗ ҫӗрелле кайӑр.
Эсир инкек свидетелӗ пулса тӑтӑр пулсан, ҫакӑн ҫинчен тӳрех 112 (тӳлевсӗр шӑнкӑрав) ҫӑлӑнӑҫ службин телефонӗпе пӗлтерӗр. Май пулсан инкек тӳсекене пӗрремӗш пулӑшу парӑр тата ҫӑлакансем килессе кӗтӗр. Хӑвӑршӑн, хӑвӑр сывлӑхӑршӑн тӑрӑшӑр, мӗншӗн тесен перекетленӗ пилӗк минут сирӗн пурнӑҫа улӑштарма пултараймасть!
Тимлӗрех пулăр! Паянхи кун пӑр шăнма пуҫлать кӑна, пӑр хулӑнӑшӗ 2 см пуҫласа 7 см таран кăна, кӳлӗсенче — ҫыран хĕррисемпе кӑна. Пӑр ҫине тухма юрамасть! Хӑвӑра та, ҫывӑх ҫыннӑрсене те сыхлӑр!
И. Р. АХМАДУЛЛИН,
МП тата ГЧС секторӗн тӗп специалисчӗ.