0 °С
Пӗлӗтлӗ
Паян, ноябрӗн 30-мӗшӗнче, "112" службӑна уйрӑм ҫуртӑн пуссине арçын ӳкни ҫинчен хыпар ҫитнӗ.
Инцидент Дюртюли хулинчи Валерий Чкалов урамӗнче пулса иртнӗ, Пушкӑрт ЧС патшалӑх комитетĕнче тӗрӗсленĕ. Арҫын аманни паллă: бетон ункине вырнаҫтарнӑ чухне унӑн пуҫӗ ҫаврӑнса кайнă та, вӑл чӑтса тӑраймасăр 6 метр тарăнăш пусӑ тӗпне ӳкнӗ.
Килнӗ ҫӑлавҫӑсем ятарлӑ лебедка пулӑшнипе шар курнӑ ҫынна ҫӳле ҫӗкленĕ те медиксене панă.
"Республика Башкортостан" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ЧС патшалăх комитечĕ.