+1 °С
Уҫҫӑнах
Шупашкар ГЭСӗ патӗнче пулла тухнӑ 100 ытла ҫын «капкӑна» лекнӗ. Вӗсем пулӑ тытнӑ вӑхӑтра пӑр катӑлнӑ, ҫапла пулӑҫсем ҫыран хӗррине тухайман.
Ҫакна курнӑ ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗри пилӗк таран шыва анса кайнӑ. Арҫынсем ҫыран хӗррине тухайманни пирки пӗрлехи диспетчер службине 15 сехет тӗлне пӗлтернӗ. Тепӗртакран пулӑҫсене резина кимӗпе, икӗ аэробортпа ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Арҫынсене пурне те шыв ҫинче асăрхануллă пулмалли пирки асӑрхаттарнине ҫырнӑ хут татӑкӗсем валеҫсе панӑ.