Çутă çул
+3 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
10 Декабрӗн 2021, 21:35

Пушкӑртстанăн МЧС пиротехникӑпа усӑ курмалли правилӑсене аса илтерет

Пушкăртстанăн МЧС фейерверксемпе петардăсем туянас енӗпе сĕнÿсем панӑ.

Уявсене пушарсем, сурансем ан пăсчăр тесен пиротехника специализациленӗ суту-илӳ точкинче кӑна тата сертификациллине ҫеҫ туянмалла.
Юрӑхлӑ вӑхӑчĕ иртнĕ изделисене туянма юрамасть.
Асра тытӑр: ачасене пиротехника пама юрамасть. Юрамасть! Юрамасть! Шӳтлесе те ӑна ҫынсем еннелле тĕллеме юрамасть.
Вӑйлӑ ҫилте салюта хута яма юрамасть тата фейерверксене янă чухне унтан 15 метртан çывăхрах пулма юрамасть.
Фитиле малалла тӑснӑ алӑран тивретмелле. Пиротехникӑпа уҫӑ тата пурӑнмалли ҫуртсенчен 30 метртан кая мар вырӑнта усӑ курмалла.
Усӑ курнӑ фейерверксене пуҫтарма, вӗсене юрпа е шывпа сӳнтерме тата ҫӳп-ҫаппа пĕрле пăрахма ан манӑр.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанăн МЧС пиротехникӑпа усӑ курмалли правилӑсене аса илтерет
Пушкӑртстанăн МЧС пиротехникӑпа усӑ курмалли правилӑсене аса илтерет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: