-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Авари паян ир-ирех, декабрӗн 14-мӗшӗнче, республикӑн Иглин районӗнче пулса иртнӗ. 1497 ҫухрӑмра Самара-Уфа-Челябинск ҫулӗ ҫинче пĕр пĕрне хирĕç килекен "Mercedes-Bens" тата "Volvo"грузовиксем çапăннă.
Грузовиксем çапăннă хыҫҫӑн çунма тытăннă. Водительсенчен пӗри инкек вырӑнӗнче вилнӗ. Иккӗмӗшӗ больницӑра. "Mercedes-Bens" 14 тоннă мандаринпа пулнă. Иккӗмӗш машина пушă пулнă. Халӗ унти ҫула хупнă. Иглин ялӗ çаврăм çул йӗркеленӗ. Ӗҫ пулса иртнӗ вырӑнта полици тата ытти службӑсем ӗҫлеҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.