Декабрӗн 18-мӗшӗнче Металлургсен площадĕнче Ҫӗнӗ ҫул уявӗ иртнӗ. Нумай çын пухăннăран пĕчĕк ачасем валли кăна тунă пӗчӗк тăвайкки ишӗлсе аннă. Иккӗмӗшӗнче, унтан ытла чӑнкӑраххи çинче, çынсем ытлашши нумаях пулман. Соцсетьсенче ӗҫ-пуҫа хӗрсе кайсах сӳтсе явнă.
Белорецк район администрацийӗнче "пӗчӗк йывӑҫ ача-пӑча ярăнмалли тӑвайккин платформин, нумай çын пухӑннăран тата аслисемпе пӗрле ҫӳренӗрен, уйрӑммӑн шайĕ ишӗлсе аннă" тесе палӑртнӑ. Ту конструкцине сертификациленӗ, ӑна заводра туса хатӗрленӗ. Виҫӗ ачапа пӗр ҫитӗннӗ ҫыннӑн кӑвакарнă тата чĕртерсе илнĕ вырăнĕсем палăрнă. Хальхи вӑхӑтра "Ҫул-йӗрпе строительство управленийӗ" ООО подрядчик хутшӑннипе пулса иртнӗ сӑлтавсене тишкереҫҫӗ.
Агентствӑна Белорецк районӗн пуçлăхĕ Андрей Иванюта ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ача-пăча ярăнмалли тăвайкки юсавлӑ пулнӑ, пӗр-икӗ хӗл çеç эксплуатациленӗ. Ӑна халех майлаштарса, тÿрлетсе лартнă, тăвайкки ĕçлет.
«Башинформ» информацийĕпе.