Раççей СК транспорт çинчи регионсен хушшинчи следстви управленийӗ Пушкăртстанра вертолета хытӑ антарса лартнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫын вилнĕ пирки уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кун ҫинчен ведомство сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Вертолет ҫӗмӗрелнине пула борт ҫинчи икӗ пассажир вилнӗ. Сывлӑшри карап командирӗн - ҫӑмӑл травмӑсем, борльницăна кайма вӑл килӗшмен. Вертолет самаях сиенленнĕ.
Пулса иртнӗ ӗҫӗн приоритетлӑ версийӗсем хушшинче ҫанталӑкăн япӑх условийӗсене, пилотировани йӑнӑшне тата сывлӑшри карапӑн техника юсавсӑрлӑхне пӑхса тухнӑ. Мӗн пулса иртнин сӑлтавӗсене пурне те палӑртаҫҫӗ. Свидетельсенчен ыйтса пĕлеççĕ, темиҫе экспертиза ирттерме планланă.
"Башинформ" информацийĕпе.