Тунтикун, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче, ТВ-3 телеканалта «Перевал Дятлова» драма триллерӗ пуçланать. Уфара драмăн пӗрремӗш серине пăхнă хыҫҫӑн "ЛизаАлерт" шыравпа ҫӑлав отрячӗн регионти представителӗсем трагедие сирсе ярас тесе похода мӗнле хатӗрленмелли ҫинчен, çавӑн пекех Пушкӑртра туристсем час-часах ӑҫта ҫухални ҫинчен каласа панӑ.
"Перевал Дятлова" сериал Свердловск облаҫӗнчи туристсен отрячӗ çухални çинчен документсем ҫинче никӗсленнӗ событисем ҫинчен каласа парать. Чӑнах та, Дятлов ушкӑнӗпе мӗн пулса иртни халиччен паллӑ мар — ку ыйту XX ӗмӗрӗн тӗп тĕлĕнтермĕшĕсенчен пӗри.
Опытлӑ туристсен пурнăçĕ трагедилле вĕçленнин тӗслӗхӗ ҫакна аса илтерет: вӗсен хӑйсен вӑйне тĕрĕс хакламалла тата ҫутҫанталӑк вӑйне шанма çук, турпохода хӑрушсӑр йӑпану вырӑнне хумалла мар. Ҫак мероприятие мораль, физкультура тата техника енчен хатӗрленес, ҫавӑн пекех МЧСра обязательнăй йĕркепе регистрацийӗ тумалла.
– Похода мӗн чухлӗ яваплăрах, тĕплĕнрех хатĕрленетĕр, сирӗнпе мӗн те пулин пулса тухас хăрушлăх çавăн чухлĕ сахалтарах пулать. Маршрута планланӑ чухне тӑрӑха тӗплӗн тӗпчемелле тата метеопрогноза пӑхмалла. Унсӑр пуҫне туристсен ушкӑнне регистрацилемелле: ҫакна МЧС сайтӗнче, телефонпа е электронлӑ почтӑпа тума пулать, — каласа пачӗ "ЛизаАлерт" шыравпа ҫӑлав отрячӗн ертӳҫи Олеся Пышкина.
— Регистраци тунӑ чухне унта хутшӑнакансен ячĕсене туллин, ушкӑн ертÿçисен контактлӑ даннӑйӗсене, пурӑнмалли вырӑнсене кӑтартмалла. Ушкӑн ертӳҫипе ушкӑн ҫыхӑнӑва тухмалли вӑхӑт ҫинчен калаҫса татӑлмалла. Асӑннӑ вӑхӑтра туристсен ушкăнĕ ертӳҫĕпе ҫыхӑнăва тухмасан — шырама тытӑнаҫҫӗ.
Олеся Пышкина каланӑ тӑрӑх, 2021 ҫулта республикӑри "ЛизаАлерт" уйрӑмне туристсем ҫухални ҫинчен 231 хыпар ҫитнӗ. Ҫухалмалли чи "популярнӑй" вырӑнсем — Инзер Зубчатки, Иремель тăвĕ тата çырмасем тăрăх кимĕпе анакансем.
Сăмах май каласан, сплава хутшăнакансем пуринчен ытларах пăшăрхантараççĕ.
Вӑрмана кайнӑ чухне темиҫе телефон, навигаци хатӗрӗсем тата питани элеменчӗсем кирлӗ. Ҫавӑн пек инкек сиксе тухсан 112 телефонпа шӑнкӑравламалла (балансне е оператор счечӗ ҫине пӑхмасӑрах) тата ушкӑнри пур телефон номерӗсене каласа тухмалла. Зарядкăна перекетлемелле, пӗр телефонпа ҫеҫ усă курмалла, ыттисене черетпе хускатмалла, теприне батарея ларсан ҫеҫ ямалла.
— Похода хутшӑнакансен хатӗрӗсем ҫап-ҫутӑ, янкăр тĕслĕ пулмалла. Асра тытӑр: мӗн чухлӗ ҫутӑрах та таçтан курăнмалла тумланатӑр эсир, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах тупаҫҫӗ сире. Хӗллехи тапхӑрта — чи кӑткӑс шырав, — ӑнлантарчӗ шыравҫӑсен представителӗ. — Эпир вӗсене пурнӑҫ хӑрушлӑхĕ тесе яланах хаклатпӑр. Ҫавӑнпа хӗлле аташса кайнисемшӗн тепӗр правило (ҫавнашкал пулăмран никам та 100 проценчĕпе хÿтĕленеймест) — уҫӑ вырӑн тупмалла тата май килнӗ таран кӑвайт чӗртме тăрăшмалла. Кӑвайт тӗтӗмне эпир 10 ҫухрӑмран уйӑрса илме пултаратпăр. Кăвайт чĕртме май ҫук пулсан, уҫӑ участока тухсан лайӑхрах, ал айĕнчи япаласемпе, меслетсемпе юр ҫинче паллӑсем хурсан авантарах пулӗ, мӗншӗн тесен ку паллă беспилотникран курӑнӗ.
Сӑмах май, 1959 ҫулта Дятлов ушкӑнӗн турисчӗсем, "ЛизаАлерт" отряд шыравçисен шучĕпе, лавина айне пулнă пулас. Тен, юр аннипе инкек курман ҫынсем палаткӑран тухнӑ та ыттисене ҫӑлма хӑтланнӑ, анчах та вӗсем шăнса вилнĕ.
«МГ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Иван Григорьев.