Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
26 Кӑрлач 2022, 11:12

Икӗ арҫын вӑрманта аташса кайнӑ, пӗри вилнӗ

Икӗ юлташ похода кайнă, анчах каялла тухма пултарайман.

Икӗ арҫын вӑрманта аташса кайнӑ, пӗри вилнӗ
Икӗ арҫын вӑрманта аташса кайнӑ, пӗри вилнӗ

Трагеди Туймазă районӗнче пулса иртнӗ, ПР ЧС патшалăх комитечĕн пресс-служби пӗлтерет.

Пушкӑртстанри районӗнчи Куюктамак ялӗнче икӗ арҫын вӑрманта аташса кайни ҫинчен хыпар ӗнер каҫа юлса ҫӑлӑнӑҫ службине килнĕ.

Икӗ юлташ похода кайни палӑрчӗ, анчах каялла тухма пултарайман. Пӗрремӗш арҫын ӳтне полици сотрудникӗсем асӑрханӑ. Иккӗмӗш арҫынна ҫӑлавçăсем ҫул хӗрринче тупнӑ. Лешĕ шӑнса хытнӑ, анчах госпитализаци ӑна кирлӗ пулман. Медиксем арҫынна пӑхнӑ та амбулатори сиплевне килне янӑ.

 «МГ» информацийĕпе.

Икӗ арҫын вӑрманта аташса кайнӑ, пӗри вилнӗ
Икӗ арҫын вӑрманта аташса кайнӑ, пӗри вилнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: