Кун пирки Пушкӑртстанри Патшалӑх управленийӗн цифра аталанӑвӗн министрӗн заместителĕ Рустем Хаматвалиев канашсем панă.
Кашни социаллă сетьшĕн хӑйӗн пароль пулмалла, вӑл шанчӑклӑ пулмалла. Социаллă сетьсенче яланах пароле ҫӗнетме сӗнеҫҫӗ. Иккӗлентерекен сайтсенче почтӑна хӑварма юрамасть - мошенниксем унпа усӑ курма пултараҫҫӗ.
"Хамӑрӑн социаллă сетьсемпе мессенджерсене мĕнле хÿтĕлемелле" ятлă памятка "Диалог" АНО тата Meta хатӗрленӗ.
Социаллӑ сетьсемпе мессенджерсен настройкине кунта тӗрӗслеме пулать:
Facebook: facebook.com/privacy/checkup/
Instagram: instagram.com/accounts/privacy_and_security/
WhatsApp: whatsapp.com/safety
"МГ" информацийĕпе.